Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗнӗ Шупашкар

Республикӑра
vk.com/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти каяш суйламалли полигонра кайӑксем те ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем — кӑйкӑрпа канюк. Ҫунатлӑ туссен тӗллевӗ — «Ситиматик» предприятире ытти кайӑка хӑратса тӑрасси.

Кӑйкӑрпа канюк чарлансене, ҫӑхансене, чанасене, уҫӑ вырӑнта пуҫтарӑнма юратакан ытти кайӑка хӑваласа яраҫҫӗ. Мӗншӗн тесен лешсем ҫӳп-ҫапа салатаҫҫӗ, тавралӑха варалаҫҫӗ, чир-чӗр сарма пултараҫҫӗ.

 

Вӗренӳ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра виҫӗ шкул уҫӑлнӑ.

Шупашкарти Хӗвеллӗ микрорайонти шкула 1400 ача вӗренмелӗх тунӑ. Вӑл хулари 44-мӗш лицейӑн иккӗмӗш корпусӗ шутланать. Унта ӗнер пӗрремӗш класа каякан 400 ачана йышӑннӑ. Шкулта хальлӗхе 1-8-мӗш классенче вӗренекенсем пӗлӳ илӗҫ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти Никольски микрорайонти шкула 1100 ача вӗренмелӗх тунӑ. Вӑл асӑннӑ хулари 9-мӗш вӑтам шкулӑн филиалӗ шутланать.

Кӳкеҫре 825 ача вӗренмелӗх шкула хута янӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Паян ҫӗрле, 1 сехет те 25 минутра, «Кӳкеҫ – Тутаркасси – Ҫӗнӗ Шупашкар» автоҫул ҫинче инкек пулнӑ. ГАЗель машина ҫын ҫине пырса кӗнӗ.

Шупашкар районӗнче пурӑнакан 26 ҫулти арҫын каланӑ тӑрӑх, тӗксӗм ҫипуҫ тӑхӑннӑ арҫын кӗтмен ҫӗртен ҫул ҫине сиксе тухнӑ. Вӑл Шупашкарта пурӑнакан 46-ри арҫын пулнӑ. Аманнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.

ГАЗель водителӗ урах пулнӑ.

 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗнӗ мурала уҫнӑ. Вӑл – спутник хула йӗркеленнӗренпе 65 ҫул ҫитнине халалланӑскер.

Мурала Совет урамӗнчи 21-мӗш ҫурт стени ҫинче курма пулать. Ӑна Никита Романов ӳкернӗ.

Ҫак мурала ӳкерме пуҫлани пирки унччен сайтра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл хула тата «Химпром» пӗрлӗхне кӑтартать. Ҫак ҫурта ахальтен суйламан. Унта хӑй вӑхӑтӗнче хулан пӗрремӗш строителӗсене тата «Химпромра» ӗҫлекенсене хваттер панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_78653
 

Пӑтӑрмахсем
https://forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
https://forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкарта кӑнтӑрла ҫӑмӑл машина микроавтобус айне пырса кӗнӗ.

«Паджеро Спорт» хулари Сӗнтӗрвӑрри шосси ҫинче хӑйӗн ҫулӗ ҫинчен тухса кайса хирӗҫ пыракан пассажирсене Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара турттаракан 331-мӗш автобуспа пырса ҫапӑннӑ. Инкекре аманнӑ пилӗк ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Пульницӑна илсе кайнисен шутӗнче: «Мицубиси Паджеро» машинӑн 52 ҫулти водителӗпе унта ларса пынӑ хӗрарӑм тата автобусри виҫӗ пассажир.

 

Хулара
Just Brass ушкӑн
Just Brass ушкӑн

Ыран Ҫӗнӗ Шупашкар хули 65-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Концерт 16 сехетре пуҫланӗ. Унта хулари пултарулӑх ушкӑнӗсем, артистсем хутшӑнӗҫ. Пултарулӑх бульварӗ тата фудкорт ӗҫлӗҫ.

20:10 сехетре Just Brass ушкӑн сцена ҫине тухӗ. 21 сехетре фейерверк вӗҫтерӗҫ те ун хыҫҫӑн уҫӑ тӳпе айӗнчи ташӑ каҫӗ пуҫланӗ.

Ҫавӑн пекех Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗнче тата Тӗкӗрҫ ращинче те лапамсем ӗҫлӗҫ.

 

Сывлӑх
istockphoto.com сайтри сӑн
istockphoto.com сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай ача ашшӗ С гепатита парӑнтарнӑ. Ӑна ҫак хӑрушӑ чире парӑнтарма «Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» федераци проекчӗ пулӑшнӑ.

Ултӑ ача ашшӗ ҫак чирпе 2017 ҫултанпа шутра тӑнӑ. Юлашки ҫулсенче унӑн пӗвер циррозӗ аталаннӑ. Ку вилӗмпе те вӗҫленме пултарать.

Ҫуркунне арҫыннӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти стационарта сипленме май пулнӑ. Унта виҫӗ хутчен выртса тухнӑ хыҫҫӑн вӑл анализ панӑ та – вирус тухман.

 

Пӑтӑрмахсем
marimedia.ru сайтри сӑн
marimedia.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче ПВО пилотсӑр вӗҫекен аппарата персе антарнӑ. Ку ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 18 сехетре пулнӑ. Унӑн пайӗсем Аркасси ялӗ патӗнчи уйра ӳкнӗ. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче.

Шар курнисем ҫук. Ҫывӑхра пурӑнакан ҫынсем каланӑ тӑрӑх, шӑпах ҫав вӑхӑтра вӗсем шаплатнӑ сасӑ илтнӗ.

 

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ене ҫӗнӗ 39 автобус ҫитнӗ. Вӗсем авӑнӑн 1-мӗшӗнчен ачасене илсе ҫӳреме пуҫлӗҫ.

Ытларах автобуссене Канаш, Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар округӗсене ярӗҫ. Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Елчӗк округӗсене икшер автобус лекӗ. Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Куславкка, Красноармейски тата ытти округа (пӗтӗмпе 10 округа) пӗрер автобус парӗҫ.

Ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ агротехникумне, Ҫӗмӗрлери политеха, Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти колледжсене те автобус лекӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/minobr21/17171
 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи Совет урамӗнчи 21-мӗш ҫурт стени ҫине мурал ӳкереҫҫӗ. Ӑна хула тата «Химпром» йӗркеленнӗренпе 65 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Ку вырӑна ахальтен суйламан. Унти хваттерсене малтан хулана тунӑ строительсене тата «Химпром» ӗҫченӗсене валеҫсе панӑ. Унта халӗ те Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗсем пурӑнаҫҫӗ: Аркадий Алексеев тата Александр Колыванов. Ҫавӑн пекех паянхи кун ку ҫуртра хулари пӗрремӗш ҫынсем кун кунлаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 207
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.12.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне ансатах пулмӗ, анчах халӗ хӑвӑра алла илсе кая хӑварнӑ ӗҫсене пурнӑҫлама тытӑнни пӗлтерӗшлӗ. Юратура ӑнӑҫлах мар. Пӗччен Сурӑхсен хӑйсен статусӗпе киленмелле, ӑна улаштарасишӗн талпӑнмалла мар. Ҫемьеллисен вара пӗрлехи ытйусене татса памалла.

Раштав, 06

1908
117
Краснов-Кӗҫӗнни Григорий Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1992
33
Воскресенский Виталий Григорьевич, артиллерин генерал-лейтенанчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын